Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пресс-тур йӗркелессине ырӑ йӑлана кӗртрӗ темелле. Ун пек мероприятие унччен вӑл ҫуркунне ирттернӗччӗ. Халӗ ав, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче журналистсем Сергей Павлов министрпа пӗрле Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «НамЭКО» тулли мар яваплӑ обществӑна ҫитсе курнӑ.
Пресс-тур вӑхӑтӗнче кӗрхисене акасси тата ҫӗрулми кӑларасси епле пынипе паллашнӑ. Ара, хальхи вӑхӑтра шӑпах ҫак ӗҫсене ирттересси ҫивӗч ыйту шутланать те. Сӗнтӗрвӑрри районне илсен, кӗрхисене 3 пин гектар ҫинче акасшӑн. Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне ҫӗре 2200 гектар хатӗрленӗ, кӗрхисене 1110 гектар акнӑ, ҫав шутран «НамЭКО» обществӑра — 280 гектар. Ҫӗрулми вара районӗпе 173 гектар йышӑнать, ҫав шутран 20 гектарӗ — маларах асӑннӑ обществӑра. Районта ҫӗрулми гектар пуҫне вӑтамран 194 центнер тухать пулсан, «НамЭКО»-ра — 250 центнер.
Сӑнсем (24)
Ӗнер РФ Следстви комитечӗн республикӑри Управленийӗнче пресс-конференци иртрӗ. Унта ведомствӑн ҫур ҫулхи ӗҫӗ-хӗлне пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫавӑн йышши мероприятисенчи евӗрех нумай цифра асӑнчӗҫ. Вӗсемпе Управлени ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев паллаштарчӗ.
Ҫапах та пресс-конференцин самай пайӗ нумаях пулмасть пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗп фигуранчӗ — Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Моисеев — тавра пычӗ. Сӑмах май, ҫӗр сутма ирттерекен аукционта Моисеев пӗр усламҫӑна ҫӗнтерме пулӑшма шантарнӑ имӗш. Ҫакӑншӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ 4 миллион тенкӗ ыйтнӑ пулать. Сӗтевӗн ҫуррине — 2 миллионне — панӑ чух ҫакланнӑ иккен. Ҫӗре Моисеев ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ категорирен каярах строительство валли куҫарма шантарнӑ-мӗн.
Журналистсенчен хӑшӗ ку ӗҫре политика сӗмӗ, апла тӑк ура хурас тени ҫук-и тесе кӑсӑкланчӗ. Следстви управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен пайӗн ертӳҫи Радислав Родионов ун пек факта хирӗҫлерӗ. Юри такӑнтарас тенине вӗсем тӳрех сисессине пӗлтерчӗ.
Тӗпчевҫӗсене ӗҫлеме кансӗрлемеҫҫӗ-и тесе кӑсӑкланакан та пулчӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тухнӑ инкек ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Аса илтеретпӗр, асӑннӑ кунне каҫ-кӳлем тӗлнелле Атӑлта ултӑ ҫамрӑк ларса килекен моторлӑ кимӗ ӑнсӑртран ҫаврӑнса ӳкнӗ, вара ҫакна пула кашни шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пиллӗкӗшӗ ҫӑлӑнма пултарнӑ, 16-ҫулхи хӗр вара путса вилнӗ. Хӗрен виллине вара эрнерен Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗ ҫумӗнче ял ҫыннисем асӑрханӑ пулнӑ.
Тухнӑ инкекшӗн явапне вара 27 ҫулхи кимӗ хуҫин тытмалла пулать. Чӑваш Енӗн СКР йӗрлев управленийӗ тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх инкек тухнӑ кунне моторлӑ кимӗн хуҫи ӳсӗр пулнӑ, пӗчӗк карапа ҫӳреме унӑн прави те пулман, унсӑр пуҫне кимӗре 4 ҫын вырӑннӗ (унта тӑваттӑн кӑна ларма пултарнӑ) улттӑн ларса пынӑ, ҫӑлӑнмалли жилетсем те пулман.
Ҫак кунсенче суд Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулхи ҫамрӑка «асӑрханулллӑ пулмасӑр ҫын пурнӑҫне татнӑ» статьяпа «айӑплӑ» тесе йышӑннӑ. Ӑна вара 9 уйӑхлӑх колонийе леҫмелле тунӑ.
Иртнӗ шӑматкун, ҫурлан 10-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин тата Мӗшӗл ялӗсенче уявсем иртрӗҫ. Мӗшӗл ял кунне вара паллӑ чӑваш ӳнерҫи Николай Васильевич Овчинников ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.
Паллах, уяв юрӑ-кӗвӗсӗр, ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсене парнесемпе чысланисӗр иртмерӗ. Вырӑнти пуҫлӑхсем те халӑх умӗнче сӑмах каларӗҫ, саламларӗҫ.
Мӗшӗл ял кунӗнче ытларах паллӑ ӳнерҫӗн пурнӑҫне аса илчӗҫ — уява та Николай Васильевич ҫуралнӑ ҫурт умӗнче ирттерчӗҫ. Порьфирьева Ева Васильевна — ӳнерҫӗн иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗ — ӳнерҫӗн кун-ҫулӗ ҫинчен каласа пачӗ, хӑйӗн амӑшӗн портретне (ӑна ӳнерҫӗ ӳкернӗ) халӑха кӑтартрӗ. Чи кӑсӑкли — «Евчӗ» ӳкерчӗк ҫинче сӑнланнӑ 91-ри Алексеева Р.Е. — хӑй те уявра пурччӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем те ахаль ларманни курӑнчӗ — ял кунӗ тӗлне вӗсем «Пирӗн паллӑ ентеш» курав йӗркеленӗ.
Аксарин ял кунӗ вара клуб умӗнче иртрӗ. Ку уяв ял тӑрӑхӗнчи пуҫлӑхшӑн та хаваслӑ кун пулчӗ иккен — ҫак кун унӑн ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килнӗ. Ӗсмел райповӗн суту-илӳ лавккисемсӗр пуҫне Аксарин ялне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксем илемлетнӗ.
Моряксене асӑнса Комсомольскинче палӑк уҫни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, ун пекки Патӑрьелте те пур. Халӗ, ав, Шупашкар хулинче уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Моряк пулнисем Шупашкар хулинче, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри тата Пӑрачкав районӗсенче уйрӑмах йышлӑ-мӗн.
Палӑка «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче вырнаҫтарӗҫ. Никӗсе Ҫарпа Тинӗс флочӗн кунӗнче янӑ. Ку мероприятие флот ветеранӗсемсӗр пуҫне тӳре-шара та хутшӑннӑ. Пӗрремӗш чула хума ӗнерхи моряксене тата кадет шкулӗн вӗренекенӗсене шаннӑ. Палӑка ҫитес ҫул уҫма палӑртаҫҫӗ.
Ҫурлан 2-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Правительство членӗсемпе канашлу ирттернӗ. Унта Мускав–Хусан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли магистрале сӳтсе явас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Калӑпӑшлӑ ҫак проекта 2018 ҫулта вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Ҫул пирӗн республика урлӑ иртӗ. Республика Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, магистраль тӑршшӗ Чӑваш Ен территорийӗнче 130 километр таран пулӗ. Аса илтерептӗр, вӑл Етӗрне, Муркаш, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсем урлӑ каймалла. Яваплисен хальхи вӑхӑтра хут ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ самантсене татса парассипе ҫине тӑмалла, ҫав шутра — ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннисене те.
Куллен тенӗ пек пысӑк хуласенче кӗске вӑхӑт хушшинче тимиҫе хутлӑ ҫурт-йӗрсем ӳссе лараҫҫӗ, районсенче те ку енпе ӗҫ тухӑҫлӑ пырать.
Строительсен кунӗ тӗлне ҫурлан 9-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче Николаев урамӗн 89«В» адреспа АвтоТур ҫӗнӗ бизнес-центр уҫма планланӑ. Ҫурт-йӗре 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче хута янӑ. Виҫӗ хутлӑ ҫуртӑн лаптӑкӗшӗ — 1400 тӑваткал метр. Станцире сехет хушшинче 100 ҫынна тивӗҫтерме йышӑннӑ, ҫапла вара ҫулталӑкра 400–500 пин яхӑн ҫынна тупӑш кӳме май пур. Хальлӗхе станцире муниципалитетсем хушшинче пассажирсен ҫӳревне йӗркелеҫҫӗ, пурӑна киле вара хуласем хушшинче ҫӳреве ирттерме планланӑ.
Ҫӗнӗ виҫӗ хутлӑ ҫурт-йӗрте транспорта кӗтекенсем валли хӑтлӑ пӳлӗм, билетсене сутакан касса, апатланмалли буфет, ҫӳлти хутра хӳтелевҫӗ контори, парикмахерски пур. Унсӑр пуҫне вокзал тарашӗнче суту-илӳ павильонӗ, кафе, гостиница ӗҫлет.
Сӗнтӗрвӑрри ҫурлан 9-мӗшӗнче 9:40 сехет тӗлне пурне те автостанци уҫӑлнӑ ҫӗре йыхравлать.
«Хуйхӑрсан та — юрӑпа, савӑнсан та — ташӑпа», — ҫак сӑмахсене ват кинемейсенчен пӗр хутчен мар илтнӗччӗ. Чӑвашсен мӗн авалтанпа юрӑ шӑрантарас, ташӑ ҫапас йӑла ҫирӗпленнӗ. Пирӗн, хальхи ӗмӗрен ҫыннисен вара ҫак халӑх юрӑ-ташшисене, йӑли-йӗркисене манӑҫмалла мар, мӗншӗн тесен вӗсем халӑх культурине палӑртаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче «Истоки Цивиля» (чӑв. «Ҫавал ҫӑлкуҫӗ») регионсем хушшинчи туслӑх фестивалӗ Чӑваш Енри чи кӑсӑклӑ коллективсене пуҫтарнӑ. Фестивальӗн тӗп тӗллевӗ — халӑх йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратасси тата юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хушшинчи пултаруллӑх ҫыхӑнӑвне йӗркелесси. Иртнӗ кану кунӗсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ҫывӑхӗнчи улӑха Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрлӗ, Вӑрнар, Элӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсен фольклор ушкӑнӗсем пухӑннӑ.
Ку ҫулччен фестиваль икӗ хутчен Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ялӗнче иртнӗ, ара унта Мӑн Ҫавал юханшывӗ пуҫланать-ҫке.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хыркасси ялӗ, иккен, шывсӑр, газсӑр, ҫулсӑр пурӑнать. Ытти ялсенче ҫӑл пур пулсан кусен вӑл та ҫук иккен — типсе ларнӑ. Шыв патне вара ҫырмана ҫӳреҫҫӗ. Хӗлле, ҫырмари шыв шӑнса ларсан, юр шывӗпе пурӑнаҫҫӗ имӗш. Ялти ҫапларах лару-тӑру пирки «Ирӗклӗ хаҫат» пӗлтерет.
Хӑшӗ-пӗри, тен, республикӑра газпа тивӗҫтермен ялсем ҫук тесе те шутлӗ пулӗ, анчах йӑнӑшӗ — Хыркасси ялне ҫак ырлӑх ҫитеймен пулас. Унсӑр пуҫне лавкка ҫук, яла хытӑ ҫул кӗмест.
Аксарин ял тӑрӑхне кӗрекен яла 1930 ҫулсенче никӗсленӗ иккен, ун чухне кунта ҫӗр ытла ҫын пурӑннӑ. Вӑхӑт иртнӗҫем ял майӗпен юхӑна пуҫланӑ — 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх ялта 16 ҫын ҫеҫ пурӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра кунта хӗл каҫма та ватӑ кинемейсем ҫеҫ юлаҫҫӗ — ыттисем хӑйсен килӗсемпе дача евӗр кӑна усӑ кураҫҫӗ иккен.
Хӑйсен пурнӑҫне лайӑхлатма тӳре-шара патне темиҫе хут та ҫыру ҫырнӑ пулин те лавӗ халь те ҫавӑнтах имӗш. Яла аталантарма укҫа ҫуккипе сӑлтавлаҫҫӗ пулать. Чӑваш Ен Элтеперӗ патне ҫырнинче те уссине курман имӗш — ун хыҫҫӑн тӳре-шара килсе кайнӑ, лару-тӑрупа паллашнӑ, анчах ял халӑхӗ пулӑшӑва кӗтсе илеймен иккен.
Юлашки кунсенче ҫанталӑк кӗркуннехи пекех туйӑма пуҫларӗ. Куллен тенӗ пек ҫумӑр, пыльчӑк, сивӗ ҫил. Ҫакна пула юханшыв таврашӗсенче шыв та сивӗннӗ.
Ҫанталӑк хӳхӗмӗсене пӑхмасӑрах ӗнер, утӑн 24-мӗшӗнче, СССР летчик-косманавтне, Икӗ хутччен Совет Союзӗн Паттӑрне Андриан Николаева асӑнса Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӑла тӑрӑх Атӑл шывӗ урлӑ каҫассипе ӑмӑрту иртнӗ. Кӑҫал Атӑла парӑнтарма 32 ҫын кӑмӑл тунӑ. Хутшӑнакансен йышӗнче Мӑкшӑ, Мари Эл республикийӗсен, Азербайджан тата ЧР хуласемпе ялсен элчисем кӗнӗ.
Старта Атӑлӑн йӑлӑм енче тухнӑ. Ӑмӑртун пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳ элчисем А.Григорьевӑпа тата Т. Никифрова йышӑннӑ. Виҫҫемӗш вырӑнта вара — Шупашкар ҫынни А.Лисин.
Сӑнсем (35)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |